Паян Чӑваш Енре «Космос открытки» республикӑри конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Акцие Шупашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ Андриян Николаев летчик-космонавт космоса вӗҫнӗренпе 55 ҫул ҫитнине тата чӑваш ятне тӗнчене ҫӗкленӗ енешӗмӗрӗн Шуршӑлти комплексне уҫнӑранпа 45 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Конкурса Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле районӗсенчи тата Шупашкарти 3 ҫултан пуҫласа 65 ҫулчченхи 87 ҫын хутшӑннӑ.
Шупашкарти 20-мӗш вӑтам шкулта вӗренекен 16 ҫулти Арина Кузьмина ӗҫне тӳресем уйрӑмах пысӑка хурса хакланӑ. Ӑна тӗпе хурса почта открытки хатӗрлӗҫ. Маттур ачана тата лайӑх ӗҫ тесе йышӑннисене паян Шуршӑлти СССР летчик-космонавчӗн А.Г. Николаевӑн мемориал комплексӗнче чысланӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӑкалӑх ялӗнче пурӑнакансем пылчӑк ҫӑрса ывӑннӑ. Унта тракторсемпе пысӑк машинӑсем ҫеҫ ҫӳрееҫҫӗ.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче «Чӑвашупрдор» ҫынсене кунта тепӗр уйӑхран ҫул пулать тесе сӑмах панӑ. Вӑл «Партнер холдинг» пӗрлешӳпе килӗшӳ тунӑ-мӗн. Анчах паянхи кун та Ҫӑкалӑхра ҫул ҫук-ха.
Аукционра малтан ҫул хакне 34 миллион тенкӗ тесе палӑртнӑ. «Партнер холдинг» ӑна 28 миллион тенкӗпе выляса илнӗ. Кунашкал мелпе подрядчиксем 5 объекта илнӗ. Халӗ ытлашшине хапсӑннине ӑнланнӑ-тӑр. Анчах вӑхӑт шӑвать, ҫынсем вара асфальт ҫул пирки ӗмӗтленеҫҫӗ. Ара, миҫе ҫул пылчӑк ҫӑрса ҫӳреҫҫӗ те…
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнчи пуҫлӑх пуканне Валентин Федоров тунтикун йышӑнӗ. Чӑваш Енри художниксен пӗрлешӗвне 2013 ҫултанпа ертсе пыраканскер оперӑпа балет театрӗнче 1989 ҫултанпа тӗп художникра ӗҫлет. Йӗпреҫре 1960 ҫулта ҫуралнӑ Валентин Федоров Мускаври ӳнер театрӗ ҫумӗнчи Немирович-Данченко ячӗллӗ шкул-студине 1988 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн пӗр ҫул Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче художникра тӑрӑшнӑ.
Тимӗр Акташ журналиста Валентин Федоров пуҫлӑх ӗҫне тунтикунтан кӳлӗнессине пӗлтернӗ. Ҫывӑх вӑхӑтри плансенчен вӑл театр Галкинӑн «Атилла» балетне лартассипе ӗҫленине пӗлтернӗ.
Тӑван культура учрежденийӗнче ӗҫлекенсемпе вара улшӑнусем пулмӗҫ. Ҫапларах хуравланӑ вӑл Тимӗр Акташа.
Чӑваш Енре наркӑмӑшлӑ пултӑран йышланни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Сиенлӗ курӑк ҫул хӗррипе те тем ҫӳллӗш, темӗн чухлӗ ӳсет.
Юлашки кунсенче пултӑранпа кӗрешме пуҫланӑ. Ӑна ятарлӑ техника пулӑшнипе тӗп тӑваҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлне Канаш, Йӗпреҫ, Шупашкар, Вӑрнар, Пӑрачкав, Улатӑр, Етӗрне районӗсенче наркӑмӑшлӑ пултӑрана пӗтернӗ.
Наркӑмӑшлӑ пултӑран ҫыншӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Унӑн сӗткенӗ ӳте лексен пиҫсе каять. Ҫавӑнпах унран хӑтӑлмалла. Ҫитменнине, ҫак курӑк питӗ вӑйлӑ сарӑлать.
Йӗпреҫри крансенчен мӗншӗн таса мар шыв юхать? Кун пирки нумаях пулмасть сайтра пӗлтернӗччӗ. ЧР строительство министрӗн Владимир Михайловӑн хурав пур: шыв япӑх ҫанталӑка пула тасамарланнӑ.
Аса илтерер: Йӗпреҫ районӗнчи Пӑва, Шӑрттан ялӗсенче, Йӗпреҫ поселокӗнче кранран таса мар шыв юхнӑ. Ҫынсем кун пирки прокуратурӑна ҫӑхавланӑ. Тӗрӗслев ҫакна ҫирӗплетнӗ: шыв ҫын пурнӑҫӗшӗн тата сывлӑхӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать.
Кӑҫал ҫумӑр нумай ҫунӑран Кире юханшывӗнчи шыв вараланнӑ-мӗн, вӑл шыв приемникне тасамарлатнӑ.
Шыв управӗн тӗпне водолазсем тӗрӗсленӗ, 3-мӗш насос станцийӗн пӑрӑхӗсене дизинфекциленӗ. Министр ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, халӗ шыв нормӑпа килӗшсе тӑрать.
Китай хӑнисем Чӑваш Енре пулнӑ май ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекен предприятисен ӗҫӗпе паллашнӑ. аякран килсе ҫитнӗскерсене тарават чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ӑш пиллӗн кӗтсе илнӗ, Йӗпреҫ районӗнче вара мороженӑйпа хӑналанӑ.
Китай делегацийӗ Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсенчи сӗт-ҫу тирпейлекен предприятисенче ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулнӑ. Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери сӗт-ҫу савутӗнче, «Волга АЙС» акционерсен обществинче, Вӑрнарти ҫусӑрлатнӑ сӗт савутӗнче пулнӑ. Предприятисен ертӳҫисем Китай хӑнисене производствӑпа паллаштарнӑ, хӑйне евӗр экскурси те йӗркеленӗ. «Волга АЙС» предприятире туса кӑларакан мороженӑйпа сӑйланӑ. Китай делегацине Чӑваш Енре туса кӑларакан, ҫуллахи шӑрӑхра уйрӑмах сутӑнакан ҫак пылак ҫимӗҫ питех те килӗшнӗ.
Чӑваш Енре «Каникулы в Историю. Чувашия» (чӑв. Историре каникулта. Чӑваш Ен) ятпа тулли метражлӑ документлӑ фильм ӳкерӗҫ. Унӑн сценарине хатӗрлесе ҫитернӗ ӗнтӗ. Фильмра камсем вылясси те паллӑ.
Экономика аталанӑвне хӑвӑртлатмалли институт проекчӗпе пулса пыракан фильма ҫурла уйӑхӗн 7–15-мӗшӗсенче ӳкермелле. Паян ҫак ыйтупа республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствинче канашлу иртнӗ.
Фильмра тӑван республикӑмӑрти ҫутҫанталӑка, архитектура палӑкӗсене, чиркӗвӗсене тата ытти илемлӗ вырӑна ӳкерӗҫ. Кадра Куславкка, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ, Улатӑр, Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай районӗсем лекӗҫ.
Фильмри тӗп сӑнара Раҫҫей халӑх артисчӗ Александр Галибин калӑплӗ. Унта ҫавӑн пекех Шупашкарти 5-мӗш гимназири ачасем ӳкерӗнӗҫ.
Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан ҫынсен кранӗнчен таса мар шыв юхнӑ. Ҫавна май халӑх прокуратурӑна ҫӑхавпа ҫитнӗ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн саккуна пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ, прокуратура Йӗпреҫре, Пӑвара тата Шӑрттан ялӗнче пурӑнакан ҫынсен сивӗ шывне тӗрӗсленӗ. Предприяти шыва тасатакан реагентсемпе усӑ курманни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
Кун тӗлӗшпе тӗрӗслев органӗсем административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Предприяти директорне ҫитменлӗхсене пӗтермешкӗн представлени ҫырнӑ.
Ҫавӑн пекех прокуратура сивӗ шыв пусӑмӗ норматив ыйтнипе килӗшсе тӑманнине тупса палӑртнӑ. Кун тӗлӗшпе те административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Йӗпреҫ районӗнче 102 ҫул тултарнӑ ҫын пурӑнать. Вӑл – Мария Лукиановна Маркова. Вӑл Йӗпреҫ районӗнчи Купня ялӗнче 1915 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Мария Лукиановна Вӑрнарти зооветеринари тухникумӗн зоотехника факультетне вӗренсе пӗтернӗ. Унтан Чӑваш учителӗсен институтне пӗтернӗ, кун хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ, Мускаври патшалӑх педгогика институтӗнче ӑс пухнӑ.
Мария Маркова педагогра, логопедра ӗҫленӗ. Вӑл – Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, РСФСР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ.
Мария Лукиановнӑна 102 ҫул тултарнӑ ятпа тӳре-шара саламланӑ, парнепе савӑнтарнӑ.
Нумаях пулмасть Йӗпреҫ районӗнчи Савкка ялӗнче уяв иртнӗ. Халӑх ял уявне пухӑнса савӑннӑ.
Ял-йыша ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Федоров, Культура аталанӑвӗн центрӗн директорӗ Александр Майоров, Йӗпреҫ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Фадеев, Йӗпреҫри интернат шкул директорӗ Николай Майоров саламланӑ.
Ял уявӗнче чи маттуррисене, пултураллисене саламланӑ, дипломсемпе, грамотӑсемпе, тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ. Унтан халӑха пултарулӑх ушкӑнӗсем юрри-ташшипе савӑнтарнӑ. Спорт лапамӗнче волейболла, футболла вылянӑ, тӑршшӗне сикнӗ, 100 метр чупнӑ, кире пуканӗ йӑтнӑ, михӗпе ҫапӑҫнӑ.
Юлашкинчен пурне те шӳрпепе хӑналанӑ. Уяв ташӑ каҫӗпе вӗҫленнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |